Ыран, чӳкӗн 22-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ купӑста фестивалӗ иртмелле. Ҫапла-ҫапла. Кӑҫал пуҫласа йӗркелемеҫҫӗ унта ӑна. Пӗр ҫулхине, астӑвасса, __Шупашкара__ пухӑннӑччӗ. Хальхинче вара вӑл каллех ӑна пуҫарса янӑ тӑрӑхра, __Куславкка районӗнче__, йӗркелӗҫ.
Фестивале хутшӑнас текенсен __Кунерти__ информаципе культура центрне пухӑнмалла. Курмалли-пӑхмалли те пулӗ-ха, ҫапах та купӑстаран хатӗрленӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе пырсан ним мар конкурссене хутшӑнма май килӗ. Тепӗр тесен, пуш алӑпа пыракансем валли те кӑсӑкли пуласса шантараҫҫӗ. Сӑмахран, тӑварланӑ купӑста астивсе пӑхма май килӗ. Ара, ӑна кашни тӗрлӗрен йӳҫӗтет-ҫке. Лайӑх калаҫсан хуҫисем, тен, хӑйсен вӑрттӑнлӑхне те уҫса парӗҫ. Тӗрлӗ сорт паллаштармалли курав та йӗркелӗҫ. Купӑста фестивальне йӗркеленӗ май кӑҫал пӗрре персе икӗ мулкач тытас тенӗ — ҫав кун «Кала, хут купӑсӑм ман» купӑсҫӑсен районти конкурсӗ иртмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |