Усрава илнӗ ҫемьесенчи ачасене Словение канма яраҫҫӗ. Ку вӑл Ачасен интересӗсене хӳтӗлес енӗпе хатӗрленӗ наци стратегине пурнӑҫа кӗртнӗ май пурнӑҫланать. Канма ҫак уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса раштавӑн 8-мӗшӗччен май килӗ. Усрав ҫемьери ачасене унти Терме Чатеж курортра канаҫҫӗ.
Унта пирӗн республикӑри 12 ҫемье лекнӗ. Элӗк район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав йыша __Элӗк районӗнчи__ __Анаткассинчи__ Павловсем те кӗнӗ. Вӗсем виҫӗ хӗр ӳстереҫҫӗ. Ҫын ачисене усрава вӗсем пуҫласа 2006 ҫулта илнӗ. Хӗрачасем пурте __Юнтапари__ шкулта вӗренеҫҫӗ: Анюта пиллӗксемпе кӑна вӗренет, Аннӑпа Саша — тӑваттӑ тата пиллӗкпе.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |