Степан Максимов ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче асӑннӑ композитор, фольклорист тата педагог ҫуралнӑранпа 121 ҫул ҫитнине асӑнса хор музыкин концерчӗ иртнӗ. Вӑл __Тӑвай районӗнчи__ __Енӗш Нӑрваш__ ялӗнче 1892-мӗш ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1925 ҫулта Чӑваш Наркомпросӑн професси пайне ертсе пыма тытӑннӑ, тепӗр ҫулхине — музыка шкулне, 1929 ҫулта вара — Чӑваш патшалӑх музыка техникумне (халӗ вӑл Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи шутланать). Ертӳҫӗре ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл музыка теорийӗпе историне, чӑваш музыкине вӗрентнӗ.
Шкул ачисемпе унта ӗҫлекенсем валли Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли Степан Максимов илемлетнӗ халӑх юррисемпе: «Атьӑр, хӗрсем, выляма», «Ан авӑн, шӗшкӗ», «Уй варринче» — пырса ҫитнӗ. Концертра Федор Павлов илемлетнӗ юрӑсем те янӑранӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |