Нумай пулмасть __Патӑрьел районӗнчи__ __Чӑваш Ишек__ ялне кӗнӗ вырӑнта ҫул хӗррине юпа лартнӑ. Ӑна вырнаҫтарас шухӑшпа ҫурҫӗрте ӗҫлекен В.Т. Огурцов тухнӑ иккен — вӑлах укҫине уйӑрнӑ. Кӳлепене Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ касса хатӗрленӗ.
Юпана вырнаҫтарнӑ кун ӑна чаплӑ уяв туса уҫнӑ. Тӳре-шара та сахал мар пулнӑ — Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Валерий Краснов, __Ыхраҫырми__ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альфрит Айбетов. Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ __Лев Кураковпа__ Владимир Карсаков та хутшӑннӑ. Шкул ачисемпе вырӑнти фольклор ушкӑнӗ пӗчӗк кӑна концерт лартса пачӗҫ.
Юпа тӑрринче алтӑр вырнаҫнӑ — ун ҫине вара **Ишек** тата яла никӗсленӗ ҫула — 1701 — ҫырса хунӑ. Шап та лӑп __Шупашкар районӗнчи__ __Ишек__ тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ те имӗш ҫак ял ҫыннисем ҫӗн ҫӗре. Ял ятне те ҫавӑнпа Ишек ят панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш Ишекӗ ятлӑ.
**Сӑнсем**: __https://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=58&id=2650304&type=news&page=5&size=20|официаллӑ сайтран__ (24), __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/154416/|Н. Плотников тунисем__ (7). «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи «Ишексем» ушкӑнра 20 минутлӑ видео та пур ( http://odnoklassniki.ru/video/5238360604 ).
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |