Иртнӗ эрне вӗҫӗнче республикӑра «Хӗрарӑма мухтар» ятпа республикӑри III фестиваль иртнӗ. Унта тӗрлӗ ял-хулара пурӑнакан, тӗрлӗ ӗҫоре тӑрмашакан 25 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Республика шайӗнчи мероприятие хутшӑниччен хайхисен районта тупӑшма тивнӗ. Хӑйсем пирки кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ хӗрарӑмсене дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.
«Ҫемье ҫирӗп пулсан общество та ҫирӗп», — тенӗ фестивале хушӑннисене саламлама ҫитнӗ республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__. Унта вӑл мӑшӑрӗпе, Лариса Юрьевнӑпа, пынӑ. Михаил Васильевич Чӑваш Енре демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине те асӑнса хӑвранӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ юлашки ҫул хушшичне кӑна 10 процент нумайланнӑ. Кунта, ахӑртнех, нумай ачаллисене патшалӑх тӗрлӗ пулӑшу кӳни мӗн тесен те витӗм кӳретех. Аса илтеретпӗр, виҫӗ ачаллисене ҫӗр тӳлевсӗр параҫҫӗ, амӑш укҫин виҫи те ӳссех пырать. Унтан та ытларах — ҫемьери виҫҫӗмӗш пепкешӗн республика хыснинчен те тупра уйӑраҫҫӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&type=main&id=2654306|**Сӑнсем**__ (31)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |