__Сӗнтӗрвӑрри район__ администрацийӗн пуҫлӑхне Юрий Моисеева хирӗҫ тата тепӗр виҫӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аса илтеретпӗр, унччен ӑна 2 миллион тенкӗ сӗтев илнӗ чух тытса чарнӑччӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн тӗпчевҫисен шучӗпе хайхи пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче хӑйне пӑхӑнакан пӗр ҫын урлӑ вырӑнти усламҫӑран пин доллар укҫа илнӗ иккен. Тупрана Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вырнаҫнӑ Романовсен ҫурчӗ 400 ҫул тултарнине уявлама ямалла пулнӑ-мӗн. Укҫана Моисеев ун валли уйӑрман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тепӗр факчӗ вара 2011 ҫулта пулнӑ имӗш. Ун чухне Моисеев потребобщество канашӗн председательне __Атӑл__ хӗрринчи ҫӗр участокне сутма ирӗксӗрленӗ пулать. Кутӑнлашсан, сутма килӗшмесен. Ӗҫре йывӑрлӑх сиксе тухассипе хӑратнӑ имӗш.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |