__Улатӑр районӗнчи__ Кивӗ Эйпеҫсенчен ӗҫчен чӑвашсем урӑх нихӑш ялта та ҫук пуль. Кашни уйӑхра тенӗ пек вӗсем мӗнле те пулин ҫӗнӗ кӑсӑклӑ хыпарпа хыпарлаҫҫӗ. Чи лайӑххи вара — чылай ӗҫре вӗсем чӑваш йӑлине манманни. Ара, пур ӗҫе те тенӗ пекех ҫак ялти чӑвашсем нимелле тӑваҫҫӗ.
Кӑҫал вӗсем тепӗр сӑваплӑ ӗҫе пуҫӑннӑ — ялта «Хресчен картишӗ» этнографи музейне ӑсталама пуҫланӑ. Унашкалли __Йӗпреҫ районӗнче__ пур, халь вара __Улатӑр районӗнче__ те пулӗ. Пур ӗҫе вӗсем ҫитес ҫул вӗҫлесшӗн имӗш.
Тунтикун, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, «Хресчен картишӗ» ҫурчӗн тӑррине витме пуҫӑннӑ иккен. Пурине вара унчченех хатӗрленӗ — нумай ҫул лартӑр тесе ятарлӑ шӗвекпе те витерсе тухнӑ. Нимелле ӗҫре ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансем те тӑрӑшнӑ, культура тата сывлӑх ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.
«Хресчен картишӗ» пуян пуласса шантараҫҫӗ — ҫурта туса пӗтерсен ун валли экспонатсене килсерен пухса тухасшӑн. Хӑшӗ-пӗри пур та ӗнтӗ — музей тума йывӑҫ сухапуҫ, тимӗр акапуҫ килсе панӑ. Ҫавӑн пекех унта ал арманӗ, тӑрантас, пир тӗрмелли станок пулӗ. Тӑрна евӗр ҫӑл та пулмалла. «Хресчен картишӗн» ҫуртне вара ӗлӗкхилле витесшӗн — ҫӑка хуппипе.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |