Республикӑн Элтеперне __Михаил Игнатьева__ ҫынсен 44,2 проценчӗ шанать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «Раҫҫей регионӗсен социокультура аталанӑвӗ: Чӑваш Республики» проекта ирттерекенсем. Кирек епле пуҫлӑха евӗрех шанманнисем те пур: кун пеккисен хисепӗ ыйтӑма хутшӑннисенчен 32,6 проценчӗпе танлашнӑ.
Сӑмах май каласан, Чӑваш Енри судсене те ҫынсен 44,2 проценчӗ шанать иккен. Влаҫӑн ытти институтне ун чухлех ӗненсех каймаҫҫӗ-мӗн. Сӑмахран, правительствӑна ыйтӑма хутшӑннисенчен 37,5 проценчӗ шанать, полицине — 30 проценчӗ, Патшалӑх Канашне — 29,3 проценчӗ. Политика партийӗсене вара пушшех те питех хаклани сисӗнмест — вӗсене 16,5 процент кӑна ӗненет.
Ыйтӑма пӗлтӗрхи ҫулла республикӑри хуласемпе районсенче ирттернӗ иккен. Унтанпа ученӑйсем анкетӑсене пӗтӗмлетессипе ҫине тӑнӑ. Проект пӗтӗмлетӗвӗпе Наци вулавӑшӗнче ҫак уйӑхӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ «ҫавра сӗтел» вӑхӑтӗнче паллаштарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |