Чӑваш Енӗн Президенчӗ пулнӑ __Николай Федоровӑн__ сайтӗнче «В ответе навсегда» (чӑв. ~~Яваплӑхра яланлӑха~~ /ЧХС куҫарӑвӗ/) ятлӑ мемуарне вырнаҫтарнӑ. Ӑна pdf тата doc форматсемпе вулама пулать-мӗн.
Кӗнекере Федоров 1993–2010-мӗш ҫулсенчи тапхӑра аса илсе ҫырнӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, хӑй президент пулнӑ вӑхӑта. Президент суйлавне хутшӑнма ӑна Чӑваш Енрен ыйтакансем пулнӑ имӗш. Вӗсем ыйтни малтанласа айваннӑн та туйӑннӑ-мӗн. Ӑна, ҫӗршывӗпех пӗлекен-паллакан ҫынна, регион ертӳҫин пуканӗ астармӑш пулман иккен.
Чӑваш Енӗн экс-пуҫлӑхӗ хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленисене тата хирӗҫ шухӑш-кӑмӑллӑ пулнисене хак парса тухнӑ. 1990-мӗш ҫулсенчи чӑваш наци юхӑмне хутшӑннисене вӑл ырламасть-мӗн.
Юрӗ, пӗтӗмпех уҫса парар мар. Паллашас тесен сайта кӗрсе те вулама пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |