Ҫак кунсенче республикӑра тӗрлӗ уяв каҫӗ ҫине-ҫинех иртнине пирӗн вулакансем те асӑрхарӗҫ-тӗр. Паян Наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенне __Николай Ашмарина__ халалласа асӑну каҫӗ иртнӗ.
Мероприятие Наци вулавӑшӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен чӗлхе пӗлӗвӗн тата словарсьен пайӗсем пӗрле пулса йӗркеленӗ. Уяв каҫне Ашмарин ҫак тӗнчерен кайнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, паллӑ ученӑй Етӗрне хулинче 1870 ҫулти юпа уйӑхӗнче ҫуралнӑ, 63 ҫулта вилнӗ.
Хӑйӗн вӑрӑм мар ӗмӗрӗнче Ашмарин тюрколог тата чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи, профессор тӗлӗнмелле нумай ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ: чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ, тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗнне тата ытти йӑли-йӗркине, чӑваш чӗлхин диалекчӗсене тата вырӑнти калаҫӑвӗсене тӗпченӗ. Ӑна тӗнчипе чапа кӑларнӑ ӗҫӗ вара — __http://www.i-sum.su/t/61933.html|17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки»__.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |