Театр ӗҫӗ пирки калаҫнӑ чух эпӗ, паллах, специалист пек хаклама пултараймастӑп — ун валли ман ятарлӑ пӗлӳ ҫук-ҫке. Анчах куракан евӗр хаклама ирӗк пур-тӑр. Ку вӑл Пукане театрӗн Сургут тӑрӑхӗнче иртнӗ гастролӗ пирки пӗлтерес умӗнхи хӑйне евӗр ум сӑмах вырӑнне тейӗпӗр ӗнтӗ. Тепӗр умсӑмах та пултӑр-ха эппин. Шел те, пукане театрне ятарласа хӑҫан кайнине те манма ӗлкӗрнӗ эпӗ. Анчах хӑш-пӗр уявра вӗсем вылянине курма май килет те унти артистсемпе режиссерсен пултарулӑхӗ пирки иккӗленӳ ҫук. Ӗҫе чунпа тунӑн туйӑнаҫҫӗ мана унта. Е юратса темеллеччӗ-ши?..
Ҫак кунсенче чӑваш пуканисен инҫе ҫӗрти гастролӗ вӗҫленнӗ. Сургут тӑрӑхӗнче артистсем 10 спектакль кӑтартнӑ. Унти ыркӑмӑллӑх фончӗ тата ачасен реабилитаци центрӗ пулӑшнипе сусӑр ачасем валли тӳлевсӗр спектакльсем лартса панӑ. Кашни спектакле Сургут хулипе вӑл тӑрӑхри куракансем ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Вӑл енчи артистсем вара иртнӗ уйӑхӑн 11–16-мӗшӗсенче __Шупашкарта__ гастрольпе пулнӑччӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=12&type=news&id=2656287|**Сӑнсем**__ (7)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |