Ӗнер __Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче__ премьера пулнӑ. Хальхинче __Арсений Тарасовӑн__ «Мунча кунне» лартнӑ. Тӳрех каласа хӑварам — тӗрлӗ сӑлтава пула ӗнер ҫитсе курайманнисем паян кайма пултараҫҫӗ: репертуара ӑна икӗ кун умлӑ-хыҫлӑ кӗртнӗ.
Асӑннӑ театрпа унӑн кураканӗсемшӗн асӑннӑ автор ячӗ ҫӗнӗ мар. Пытармасӑр каласан, Арсений Тарасов писатель-журналистӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Инҫет телей ҫути» драмӑна кайса курнӑ хыҫҫӑн 11 ҫулти ывӑлӑм чӑваш театрне юратса пӑрахнӑччӗ те ҫавӑнтанпа пӗр спектакле сиктерми пулнӑччӗ. Сӑмах май, 2003 ҫулта «Инҫет телей ҫути» Раҫҫей Федерацийӗн литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине тивӗҫнӗччӗ. Шел те, тӗлӗнмелле тарӑн шухӑшлӑ ҫав спектакль паян — репертуартан кӑларнисен шутӗнче (нимӗн те тӑваймӑн, 2001 ҫулта лартнӑскерӗн театрти ӗмӗрӗ иртнӗ пуль ҫав ӗнтӗ…) Каярах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Арсений Тарасовпа Ольга Туркай ҫырнӑ «Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем» спектакле, 2009 ҫулта авторӑн тата тепӗр хайлавӗ тӑрӑх «Салтак шӑпи» спектакле лартрӗ.
Хальхи те драма. Унта пурнӑҫ хальхи вӑхӑтра пӗр чӑваш ялӗнче пулса иртет. Тӑван киле ура ҫине ҫирӗп тӑракан икӗ ывӑл — ҫар офицерӗ тата пысӑк пукан йышӑнакан вӑй питти — таврӑнаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах канлӗ пурӑнма вӗсене… амӑшӗ чӑрмантарать имӗш.
Спектакль режиссёрӗ — Наталия Сергеева. Ӑна лартаканӗ тата художникӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Композиторӗ вара — Николай Казаков. Юлашкинчен асӑннӑ ятпа та паллаштарма кирлӗ мар — музыка ӳнерне кӑмӑллакансем ун пирки аван пӗлеҫҫӗ. Мӗнех, ҫитсе курар, хамӑр куҫпа хаклар.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |