__Хусанта__ пурӑнакан Денис Осокинӑн «Небесные жены луговые мари» (чӑв. ~~Улӑх ҫармӑссен тӳпери арӑмӗсем~~) кӗнеки Андрей Белый премине тивӗҫнӗ. Автор ӗҫне «Проза» номинацире чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Андрей Белый ячӗллӗ литература премине 1978 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Чӑвашсенчен 1987 ҫулта ӑна __Геннадий Айхи__ поэта панӑ, 2010-мӗшӗнче — __Шупашкарта__ ҫуралнӑ Алеша Прокопьев куҫаруҫӑ.
Осокинӑн маларах асӑннӑ ӗҫӗ мари фольклорӗ тӑрӑх никӗсленнӗ прозӑлла тата сӑвӑлласа ҫырнӑ миниатюрӑсенчен тӑрать иккен. Кӗнекене кӑлариччен асӑннӑ ӗҫ тӑрӑх кино ӳкернӗ. Мари кӑларнӑ фильм тӗрлӗ кинофестивальте, ҫав шутра ют ҫӗршыврисенче те, парнесене тивӗҫнӗ. Осокин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен фольклорӗпе хӑйӗн ӗҫӗнче тахҫанах усӑ курать. Кӗнекисенче вӑл __чӑвашсем__ пирки асӑнать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |