__Улатӑр районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Эйпеҫри__ культура ҫуртӗнче Чӑваш культурин кунне ирттернӗ. Унта фольклор ушкӑнӗсем концерт кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне тӑван халӑхӑмӑр тумне кӑтартнӑ. Район шайӗнче йӗркеленӗ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ӗҫ йӗркелӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Лариса Никонова хутшӑннӑ.
Культура ҫурчӗн фойине ал ӑстисен ӗҫӗсем — тӗрлени те, ҫыхса ӑсталани те, наци апат-ҫимӗҫӗпе тумтирӗ, ҫавӑн пекех вырӑнти художниксемпе ытти ӑстан ӗҫӗ илемлетнӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа тата сӑрапа кӗтсе илнӗ.
Тӑван халӑх культурине тӳпе хывакансене ҫав кун Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Район администрацийӗнне __Кивӗ Эйпеҫри__ культура ҫурчӗн ертӳҫи Вера Разбокина, вӑл унти «Ахрӑм» фольклор коллективне ертсе пырать, тивӗҫнӗ. Асӑннӑ ушкӑна вара культура пайӗн грамотипе чысланӑ. Ҫав шайри Хисеп хучӗ ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Эйпеҫри «Ҫӑлкуҫ», __Сойгинӑри__ «Хӗвел» фольклор ушкӑнӗсене лекнӗ. Ал ӑстисене те манса хӑвраман. Пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн, чӑваш наци культурине сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑшӑн тесе Сойгинӑри Альбина Захаровапа Ольга Ильденеевана, Ҫӗнӗ Эйпеҫри Надежда Рожкована Тав хучӗпе палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |