Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ак, «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвне те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл кӑҫал тивӗҫлӗ шайра иртрӗ теме пулать — пурӗ 92 хайлав пирӗн пата ҫитрӗ. Кашни районтан тенӗ пекех хутшӑнакансем тупӑнчӗҫ. Ҫавах та Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Элӗк, Канаш районӗсенчисем уйрӑмах хастар хутшӑнчӗҫ. Тутарстанран та икӗ хайлав килчӗ — пӗри Пӑва районӗнчен, тепри Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчен.

Хайлавӗсене хаклама питӗ йывӑр пулчӗ — кашнинех мухтас килет. Чылай хайлаври чӗлхе илемлӗхӗ те, сюжет кӑткӑслӑхӗ япӑх мар шӑрҫаланнӑ. Хӑшна мала кӑларасси, хӑшне парнеллӗ тӑвасси самай пуҫа ваттарчӗ.

Кӑҫал эпир кашни класа уйрӑммӑн хаклас терӗмӗр — капла парнесем те сахал мар пулӗҫ, ачасене та ытларах савӑнтарӑпӑр. Мала ҫак хайлавсем тухрӗҫ:

**6-мӗш класс, проза**:

1-мӗш: Дарья Джус (Красноармейски) ҫырнӑ «Кушакпа йӑмра» калавӗ;

2-мӗш: Кристина Ивановӑн (Красноармейски) «Телей йӑмри» тата Алексей Яшмейкинӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Пӗлӗт ҫинчи кермен» калавӗсем;

3-мӗш: Екатерина Сидоровӑн (Красноармейски) «Ҫул ҫӳревҫӗ йӑмра», Дмитрий Капитоновӑн (Шупашкарти 37-мӗш шкул) «Йӑмра шавӗ», Наталия Михайловӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Йӑмра-метеоролог» калавӗсем.

**6-мӗш класс, поэзи**:

1-мӗш: Марина Фёдоровӑн (Элӗк районӗ, Мӑн Вылӑ) «Телей йӑмри» сӑвви;

2-мӗш: Анастасия Желтовӑн (Канаш районӗ, Энтрияль) «Улмаллӑ йӑмра» сӑвви;

3-мӗш: Софья Сергеевӑн (вӑл та Анастасия шкулӗнченех) «Ҫамрӑк йӑмра» сӑвви.

~~Ку классем шутне 5-мӗшсене те кӗртрӗмӗр. Ӑмӑрту йӗрке-шывӗпе 6-мӗшсенчен кӑна пуҫламалла-ха та, анчах та 5-мӗшсем ярса панисене те пӑрахмарӑмӑр.~~

**7-мӗш класс, проза**:

1-мӗш: Екатерина Харитоновӑн (Красноармейски) «Йӑмра хуралҫи» калавӗ;

2-мӗш: Тутарстанри Пӑва районӗн Рункӑн шкулӗнче вӗренекен Эльза Шурбинан «Сиплӑ шерпет вӑрттӑнлӑхӗ» калавӗпе, Карина Маловӑн (Вӑрнар районӗ, Туҫи Мӑрат) «Тунката» юмахӗ;

3-мӗш: Юлия Адюковӑн (Елчӗк районӗ, Аслӑ Елчӗк) «Управҫӑ чӑваш йӑмри» калавӗ, Анастасия Алексеевӑн (Красноармейски) «Ылтӑн ҫулҫӑ юмахӗ» тата Диана Михайловӑпа (9-мӗш класра) Денис Михайлов (Красноармейски) пӗрле шӑрҫаланӑ «Улӑпсен ҫӗршывӗпе туслашрӗҫ» калавӗ (~~Денис 7-мӗш класра пӗлӳ пухнине шута илсе ку хайлава ҫак ушкӑна кӗртес терӗмӗр~~).

**7-мӗш класс, поэзи**:

1-мӗш: Никита Никитинӑн (Элӗк районӗ, Шӗмшеш) «Асамҫӑ йӑмра» сӑвви;

2-мӗш: Александра Афанасьевӑн (Элӗк районӗ, Вутлан) «Йӑмра» сӑвви;

3-мӗш: Екатерина Сергеевӑн (Канашри 10-мӗш шкул) «Катари асамлӑх» сӑвви.

**8-мӗш класс, проза**:

1-мӗш: Никанор Шишокинӑн (Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимнази) «Паттӑрсен ырӑ ӗҫӗсем» калавӗ;

2-мӗш: Ольга Мироновӑн (Вӑрнар районӗ, Туҫи Мӑрат) «Йӑмрапа этем» тата Константин Георгиевӑн (Канаш районӗ, Энтрияль) «Пуласлӑхра…» калавӗсем;

3-мӗш: Надежда Козловӑн (Красноармейски) «Йӑмра сӗткенӗ», Динара Фаттаховӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Хусанушкӑнь) «Асамлӑ Йӑмра» тата Дмитрий Миллинӑн (Елчӗк районӗ, Патраккел) «Йӑмра хӳтлӗхӗнчи тӗлӗнтермӗш» калавсем.

**8-мӗш класс, поэзи**:

1-мӗш: Анастасия Сетейкинӑн (Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул) «Кӗтӳҫ» сӑвви;

2-мӗш: Ирина Тумашкинӑн (Канаш районӗ, Анаткас Уҫырма) «Чӑваш йӑмри» сӑвви;

3-мӗш: Марина Яковлевӑн (Элӗк районӗ, Вутлан) «Тӑван тавралӑх» сӑвви.

~~Иккӗмӗшпе виҫҫӗмеш вырӑнсем йышӑннӑ сӑвӑсенче фантастика палли ҫук. Шел, хӑшӗ-пӗри хӑйӗн хайлавне йӑмрапа ҫеҫ ҫыхӑнтарса ҫырнӑ. Ҫавах та пирӗн литӑмӑрту чи малтан фантастика ӑмӑртӑвӗ пулнине шута илсе унашкаллисене пӗчӗкрех хак патӑмӑр.~~

**9-мӗш класс, проза**:

1-мӗш: Виктория Тихоновӑн (Муркаш районӗ, Кашмаш) «Улӑп паттӑр Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче» калавӗ;

2-мӗш: Лидия Кузнецовӑн (Красноармейски) «Ырӑлӑх йӑмри» тата Роман Красновӑн «Телей шырани» калавӗ;

3-мӗш: Анастасия Харитонова ҫырнӑ «Юрату йывӑҫҫи», Кристина Аркадьевӑн «Улӑп паттӑр» тата Елена Григорьевӑн «Тӗлӗнтермӗш йӑмра» калавӗсем. Вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски вӑтам шкулӗнче вӗренеҫҫӗ.

**9-мӗш класс, поэзи**:

1-мӗш: Инесса Егорова (Вӑрнар районӗ, Кӑмаш) хайланӑ «Йӑмра» сӑвӑ;

3-мӗш: Ксения Ивановӑн (Вӑрнар районӗ, Кӑмаш) «Йӑмра» сӑвви.

~~2-мӗш вырӑна Тӑвай районӗнчи Татьяна Петрушкова тивӗҫмеллеччӗ те, анчах та унӑн хайлавӗ плагиат пулнине шута илсе 2-мӗш вырӑна ку ӳсӗмре палӑртмарӑмӑр.~~.

**10–11-мӗш класрисем**:

1-мӗш: Инесса Шашкинӑн (Элӗк районӗ, Мӑн Вылӑ) «Йӑмра тӗнчи» калавӗ;

2-мӗш: Полина Ивановӑн (Канаш районӗ, Янкӑлч) «Чӑпар кӳлӗ» тата Мария Даниловӑн (Красноармейски) «Йӑмра тӗнчи» калавӗсем;

3-мӗш: Наталия Бобылевӑн «Телейпи юрри», Екатерина Федотовӑн «Асаплӑ йӑмра», Екатерина Михайловӑн «Йӑмра хӑвӑлӗнчи тӗлӗнтермӗш» калавсем. Виҫҫӗшӗ те пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейскинчи вӑтам шкулта пӗлӳ пухаҫҫӗ.

**Вӗрентекенсем, проза**:

1-мӗш: Роза Емельяновӑн (Куславкка районӗ) «Ленук йӑмри» калавӗ;

2-мӗш: Людмила Алексеевӑн (Ҫӗмӗрле) «Ватӑ йӑмра айӗнче» тата Фаина Фомина (Йӗпреҫ) ҫырнӑ «Ватӑ йӑмра вӑрттӑнлӑхӗ» калавсем;

3-мӗш: Маргарита Петровӑн (Канаш районӗ) «Сӳннӗ туслӑх», Зинаида Михайловӑн (Красноармейски) «Йӑмра пилӗ» тата Венера Кузьминан (Етӗрне районӗ) «Йӑмра ачисем» калавсем;

**Вӗрентекенсем, поэзи**:

1-мӗш: Марионелла Тимофеевӑн «Чӑваш йӑмри» сӑвви;

2-мӗш: Любовь Шашкинӑн (Элӗк районӗ) «Тӗлӗк» сӑввипе Светлана Яруткинӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ) «Авалхи паттӑрсем» сӑвви;

3-мӗш: Алина Петровӑн (Элӗк районӗ) «Сурӑм пуххи» тата Светлана Никитинӑн (Патӑрьел районӗ) «Кашлаҫҫӗ йӑмрасем ҫилпе» сӑввисем.

**«Вулакансем суйланӑ хайлав»** номинаци кӑҫал 9-мӗш класра вӗренекен Анна Воробьевӑна лекрӗ — «Юратупа куляну» калавшӑн чи нумай сасӑларӗҫ.

Вырӑн йышӑннисем Хисеп хутне тивӗҫӗҫ, йышӑнайманнисене ӗнентерӳ хучӗсем (эл. вариант) ярса пама пултаратпӑр.

Пӗтемлетӳ хучӗпе кунта паллашма пулать: __http://docme.ru/xZR|**docme.ru/xZR**__. Йӑнӑш тупӑнсан эрне хушшинче пӗлтерме пултаратӑр (вара юсаса ҫӗнетӗпӗр). Чыслав хӑҫан пулассине каярах пӗлтерӗпӗр.

Литература ӑмӑртӑвне хутшӑннӑшӑн пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 24

1978
46
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ