::: ~~Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи!
::: Инҫе ҫӗрте ӑна илтеттӗм:
::: Кӗсле янратнӑ хӗлӗх-и,
::: Чӗкеҫ чӗвӗлтетет-и? – теттӗм.
::: Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи!
:::::: **П.Хусанкай**~~
2013 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗпе раштавӑн 1-мӗшӗнче «Волжанка» санаторинче Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ конкурс 10 ҫулта. Опыт. Татса памалли ыйтусем. Малашлӑх.» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ иртрӗ. Конференцие ирттерекенӗ — «Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗ (ЧРО МОО «ЖНО»).
Икӗ куна тӑсӑлнӑ ӗҫлӗ канашлура Чӑваш ен, Тутарстан, Пушкӑртстан тата Самар тӑрӑхӗнчен килнӗ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗсем опытпа паллашрӗҫ, вӑйӑ конкурса йӗркелекенсемпе тӗл пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.И.Мерлина профессор ҫапла каларӗ: «Эпир Чӑваш Республикинче тӗрлӗ вӑйӑсем ирттеретпӗр: естествознанипе «Гелиантус», математикӑпа «Кенгуру», вырӑс чӗлхипе «Русский медвежонок», акӑлчан чӗлхипе «Британский бульдог», информатикӑпа «Кит» тата ытти те. Раҫҫейра наци чӗлхипе ирттерекен пӗртен-пӗр вӑйӑ, кунашкал вӑйӑ урӑх никамсен те хальлӗхе ҫук. Эпир вара чӑваш чӗлхипе ҫак вӑййа йӗркелесе яма пултартӑмӑр. Кӑҫал «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑййӑн 10 ҫулхи юбилейӗ. Ҫав ятпа эп сире пурне саламлатӑп, малашне те вӑйӑ конкурс аталанса пытӑр, ӑна ачасем юратсах вылятчӑр».
Г.В. Степанова вӑййӑн статистикипе паллаштарчӗ, вылякансен шучӗ ҫулсерен ӳснине палӑртрӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствин ӗҫченӗ И.В. Ядранская та вӑййӑн историне аса илчӗ, малашлӑха палӑртса ӑнӑҫусем сунчӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ А.С. Егорова доцент «Чӗвӗлти чӗкеҫ” вӑйӑ ыйтӑвӗсем-заданийӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, чылай усӑллӑ сӗнӳсемпе канаш пачӗ. Е.А. Майков шкулта вӗренекенсене пулӑшас тӗллевпе ҫак вӑййӑн электрон вариантне презентацилерӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ю.М. Виноградов доцент вӑйӑ ҫине наука куҫӗпе пӑхса хакларӗ, вӗрентекенсен чылай ыйтӑвӗсем ҫине хурав пачӗ.
Ҫаврасӗтелте кашниех хӑйӗн шухӑшне калама пултарчӗ, ырӑ сӗнӳсемпе предложенисем чылай пулчӗҫ. Паллах вӗсене малашнехи вӑйӑсенче шута илӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |