Иртнӗ эрнере Вӑрнар тӑрӑхӗнчи культура пурнӑҫӗнче асра юлмалла пулӑм иртни пирки пӗлтерет асӑннӑ район администрацийӗ. Чӑн та, хирӗҫлемӗпӗр — ҫапла. Унта СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни, 90-ри __Вера Кузьмина__ пулнӑ. Пӗтӗм чӑваш халӑхӗн (капла калани ӳстерсе калани мар тесе шухӑшлатпӑр) юратнӑ артистки ҫав кун икӗ тӗлпулу ирттернӗ: __Санарпуҫӗнчи__ шкул ачисемпе тата __Ҫӗрпелӗнче__ пурӑнакансемпе.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Вера Кузьминичнӑн сцена ҫинчи пурнӑҫӗпе кӑна мар, пурнӑҫӗнчи ытти фактпа та паллашма май килнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, сӑмахран, Вера Кузьмина Смоленск тата Мускав хулисем патӗнче хӳтлӗх сооруженийӗсем тунӑ. Вӑл «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тӑваттӑмӗш степеньлӗ ордена, «Мускава хӳтӗленӗшӗн», тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи хастарлӑхшӑн медальсене тивӗҫнӗ.
Тӗлпулура Вера Кузьмина «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли». «Салтак амӑшӗ», «Хура чӗкеҫ» спектакльсенчи сыпӑксене выляса панӑ, мӑшӑрӗн, __Петӗр Хусанкайӑн__, сӑввисене вуланӑ.
Тӗлпулу хыҫҫӑн пурте тенӗ пекех юратнӑ артисткӑна сырса илнӗ — автограф илме е пӗрле ӳкерӗнме хыпӑннӑ. Вера Кузьмина никам кӑмӑлне те хӑварман.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=59&type=news&id=2659249|**Сӑнсем**__ (24)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |