«Хӗвел тухсан Хӗветӗр, эсир ӑна пӗлетӗр, хӗвне ҫӑкӑр чикрӗ те тухрӗ-кайрӗ вӑрмана хӑрӑк турат пуҫтарма». Ҫак йӗркесене ас туман ҫын пур-ши? Унӑн авторӗ кам иккенне те пурте пӗлеҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп. Ҫапла, вӑл — __Михаил Федоров__. Вилӗмсӗр __/lib/haylav/84.html|«Арҫури» баллада__ авторӗ. Тепӗр тесен, хальхи вӑхӑтра ку хайлав жанрне епле каланине пӗлместӗп. Эпир аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне баллада мар тенине те астӑватӑп.
Паллӑ этнограф тата педагог ҫуралнӑранпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 165 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа Михаил Федоровӑн тӑван тӑрӑхӗнче, __Сӗнтӗрвӑрри районӗнче__, «Арҫури» авторӗ унти __Хурапха__ ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Михаил Фёдоровӑн ҫуралнӑ кунӗнче __Ҫичӗпӳрт__ ялӗнчи культура ҫуртӗнче литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Унта Мари Эл республикинчи (Михаил Федоров мари халӑхӗшӗн те сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ) «Ушанлык» халӑх фольклор ансамблӗ те килсе ҫитнӗ. Унти хӑнасем «Арҫури» авторӗн тӑван ялне ҫитсе асӑну хӑми патне (ӑна Михаил Федоров ҫуралнӑ кил тӗлне хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ) чӗрӗ чечек хунӑ. Кайран асӑну каҫне уяв концерчӗ тӑснӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=70&type=news&id=2660869|**Сӑнсем**__ (7)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |