Темиҫе теҫетке ҫул хуҫалӑх рулӗ умӗнче тӑракан ертӳҫӗсем республикӑра сахалланса пыраҫҫӗ. Ҫапах та пур-ха вӗсем, аксакалсем. Акӑ, __Канаш районӗнчи__ Киров ячӗллӗ кооператива илер. Ӑна миҫе ҫул ӗнтӗ Николай Андреев ертсе пырать. Хӑй вӑхӑтӗнче унта журналист ӗҫӗпе пулнӑччӗ те Николай Степанович ял хуҫалӑхӗшӗн чунне ыраттарса калаҫни асрах.
Малалла талпӑнакан предприятире паян ҫӗнӗ ферма ҫӗкленет. Ӑна 1 509 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хӑпартса лартнӑ. Анчах хальлӗхе мӗнпур ӗҫе вӗҫлеймен-ха — ҫурт тӑвакансем малалла тимлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ фермӑра 200 пуҫ ӗне валли вырӑн пулӗ. Ферма тума хуҫалӑх хӑйӗн туприне 2.4 миллион тенкӗ ытла хывнӑ. 17,3 миллионне вара банкран кивҫен илнӗ. Проект хакӗ — 21,7 миллиона яхӑн. Фермӑра ӗҫлекенсене ҫӑвӑнмалли, салтӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем пӑхса хӑварнӑ. Мӗнпур ӗҫе раштав ҫуррисенче вӗҫлесшӗн-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |