__Хӗрлӗ Чутайра__ патшалӑхӑн влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен XII спартакиади иртни пирки __/news/4504.html|эпир пӗлтернӗччӗ__. Асаилтеретпӗр, унта пурӗ 60 яхӑн ушкӑн килсе ҫитнӗ. Нумай пулмасть ҫак спорт ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тунӑ.
Стритбол выляса Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ушкӑнӗсем хушшинче руеспубликӑн вӑй-хал культурипе спорт министерствин спортсменӗсене ҫитекенни пулман иккен, «кӗмӗле» республика Элтеперӗн Администрацийӗн ӗҫченӗсем тивӗҫнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна вӗренӳ министерстви тухнӑ.
Баскетбол вӑййинче РФ Пенси фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнче тӑрӑшакансем выляни палӑрнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн налук службин ӗҫченӗсем пулнӑ, виҫҫӗмӗшсем — айӑплавсене пурнӑҫлакан федераллӑ службӑн республикӑри Управленийӗн пӗрлештернӗ команди.
Хуласемпе район администрацийӗсен баскетболҫисем хушшинче Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенче — Канаш хулин тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн спортсменӗсем.
Бассейнра ишессипе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ушкӑнӗсем хушшинче республика Элтеперӗн администраци ӗҫченӗсем мала тухнӑ, иккӗмӗш вырӑна Вӑй-хал культурипе спорт министерстви тивӗҫнӗ, виҫҫӗмӗшсем — Экономика аталанӑвӗн министерстви.
Территорири ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫченӗсем хушшинче Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри Управленийӗн спортсменӗсем аванрах ишни палӑрнӑ иккен, Шалти ӗҫсен министерстви иккӗмӗш вырӑна тухнӑ, налукҫӑсем виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Хуласемпе район администрацийӗсен ишевҫисем хушшинче Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем маттуртарах пулнӑ, Йӗпреҫпе Шӑмӑршӑ районӗсен спортсменӗсем — иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш.
Волейбол выляссипе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ушкӑнӗсем хушшинче ку хутӗнче те республика Элтеперӗн администраци ӗҫченӗсене ҫитекенни пулман. «Кӗмӗле» халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫӗнсе илнӗ, «пӑхӑр» Ял хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшакансене лекнӗ.
Территорири ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен хушшинче Шалти ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакансем ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш вырӑна Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри Управленийӗн спортсменӗсем тухнӑ, виҫҫӗмӗш — налукҫӑсем.
Хуласемпе район администрацийӗсен ушкӑнӗсенчен маттуртараххисем шупашкарсем пулнӑ, канашсем — иккӗмӗш, вӑрнарсем — виҫҫӗмӗш.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |