Раштавӑн 2-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культурӑпа кану центрӗнче СССР халӑх артисчӗн Леонид Сметанниковӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх преми лауреачӗ, Сарӑту хулинчи патшалӑх консерваторин профессорӗ Леонид Анатольевич кӑҫал ҫуралнӑранпа 70 ҫул тултарнине тата хӑй ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать.
Унпа пӗрле унӑн вӗренекенӗсем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Александр Самсоновпа Валерий Клементьев хӑйсен юррисемпе куракансене савӑнтарчӗҫ. Александ Самсонов районти культура пайӗн ертӳҫи, Валерий Клементьев — __Чӑваш наци конгресӗн__ вице-президенчӗ.
Уява Вячеслав Оринов режиссер ертсе пычӗ.
Хӑнасене район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, ял хуҫалӑх уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Владимир Храмов, сӑвӑҫ-композитор Зоя Спиридонова тата ыттисем саламларӗҫ.
Леонид Сметтанников, оперӑпа камера ӑсти, кашни юрӑна фонограммӑсӑр шӑрантарчӗ.
Концерт каҫӗ чуна савӑнтарчӗ, вӑй-хӑват хушрӗ, ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=news&id=2661266|**Сӑнсем**__ (75)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |