Ку хыпара Ҫӗнӗ ҫул умӗнчхи ӑнӑҫлах мар шӳт вырӑнне йышӑнма кирлӗ мар. Вӑхӑтра штраф тӳлемесен ним те мар шӑпӑр тыттарӗҫ.
__Шупашкарти__ 22 ҫулти арҫын ҫакна ӑнланса илме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ҫамрӑк кӑҫалхи ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче административлӑ саккуна пурӗ тӑватӑ хутчен пӑснӑ. Штрафӗ ун 2100 тенке ҫитсе кайнӑ. Анчах унпа вӑл вӑхӑтра татӑлма шутламан. 60 кун иртсен арҫын тӗлӗшпе административлӑ тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — вӑхӑтра тӳлемен штрафшӑн. Мировой судья ӑна тӑхӑр талӑклӑха хупса хумалла тата 50 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫула урам шӑлса кӗтсе илес килмесен штрафпа вӑхӑтра татӑлмалла теҫҫӗ суд приставӗсем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |