Ӗнер __Тутарстанра__ 7-мӗш хут «Чӑваш пики» конкурс иртрӗ. Куракансем те хутшӑнакансем те кӑмӑллакан илемпе пултарулӑх конкурсӗн суйлав тапхӑрӗ чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсенче иртет, финал — Хусанта. Хальхинче те жюрин 11 пикерен пӗрне суйласа илмеллеччӗ.
Хӗрсенчен ытларахӑшӗ шкулсенче вӗренет, институтра пӗлӳ пухакансем те, студенткасем те пур вӗсен хушшинче. «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсӑн директорӗ Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тӑрӑх, районсенчи конкурссенче ҫӗнтернӗ хӗрсене дирекци пӗр эрне хатӗрленӗ. Ҫавӑнпа пуль сцена ҫинчен вӗсем хӑйсене питӗ илемлӗ, тивӗҫлӗ кӑтартрӗҫ.
Илем ӑмӑртӑвӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнипе конкурса курма Хусанта пурӑнакан ытти халӑх ҫыннисем те курма килнӗччӗ. Вӗсем чӑвашӑн капӑр тумӗнчен, тутлӑ апат-ҫимӗҫӗнчен, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҫ. Конкурса ирттерме пулӑшакансен хушшинче ҫамрӑк усламҫӑ-спонсорсем те сахал марччӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Алексеевски районӗн пики **Мила Ильдуганова** ҫӗнсе илчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |