__Муркаш районӗнчи__ Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тахӑҫантанпах __Ҫатракассинче__ вырнаҫнӑ пулнӑ. Анчах пӗринче вырӑнтисем ӑна __Кашмаша__ куҫарма шут тытнӑ. Шухӑшпа шур пӳрт лартаймӑн теҫҫӗ те, пуҫ ватса нумай тӑман — куҫарса кайнӑ. Анчах ҫапла хӑтланнипе Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗсен пӗри килӗшме пултарайман, район прокуратурине ҫӑхавланӑ. Унта вара кӗҫех тӗрӗслев пуҫарса янӑ.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ӑҫта вырнаҫмаллине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх йӗркелессин пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ иккен. Асӑннӑ документра кун пирки вырӑнти йӑла-йӗркене тата социаллӑ инфраструктурӑна пӑхӑнса йӗркелемелли ҫинчен каланӑ.
Муниципалитет пӗрлешӗвӗсене куҫармалли йӗркене пирӗн республикӑра администраципе территори йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккунта пӑхса хӑварнӑ. Куҫарас йӗркене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ сӗннипе Патшалӑх Канашӗ йышӑнать. Анчах унччен вырӑнти халӑх шухӑшне пӗлмелле. __Ҫатракасси ял тӑрӑхӗ__ ҫак самантсене шута илмен. Прокуратура ятарлӑ предписани ҫырса панӑ хыҫҫӑн халӗ администрацие Кашмашран Ҫатракассине куҫарас ӗҫсем пыраҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |