Калӑн, пӗве юсанӑ. Анчах __Муркаш районӗнчи__ __Купӑрля__ пӗви ахальскер мар. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗн Николай Никольскин ашшӗ тунӑ пулнӑ.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗве япӑхма тытӑнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тӑр. Тепӗр тесен, эпир шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна юсамасӑрах пурӑнман пулӗ. Ахальлӗн ҫавӑн чухлӗ ҫул хушшинче вӑл тахҫанах япӑхса юрӑхсӑра тухса каймалла. Халӗ вара пӗверен ытла пӗве пуҫӗ патӗнчен иртекен асфальт ҫул шывпа йӗпенсе тӑма тытӑннӑ. Пӗвене юсамасан ҫул та япӑхса кайма пултарнӑ.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗ халӑха пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем хирӗҫлемен. Ара, пӗве выльӑх-чӗрлӗхе тата йӑрана шӑварма та, пушар тавраш (усалли ан пултӑр та) тухсан шыв илме те кирлӗ-ҫке. Ильич ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗ техника уйӑрса панӑ. Ял ҫыннисенчен Л.В. Прокопьев, В.В. Ипатьев, М.М. Васильев, А.Н. Никифоров уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫленӗ-мӗн.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=71&id=2664729&type=news&size=20|**Сӑнсем**__ (9)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |