__Сӗнтӗрвӑрри районӗнче__ панкратион енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Панкратион ӗлӗк-авалах ҫуралнӑ кӗрешӳ мелӗсенчен пӗри. Пирӗн республикӑра спортӑн ҫак енӗ ҫӗнӗ темелле. Унӑн федерацине те 2003 ҫулта кӑна йӗркеленӗ. Панкратион енӗпе __Сӗнтӗрвӑрринче__ ҫитӗнӳ тунӑ ӑстасем пур. Екатерина Краснова, акӑ, пӗтӗм тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗ, Раҫҫей тата Европа чемпионки, тӗнче чемпионтӗнче парнене тивӗҫнӗ.
Сӗнтӗрвӑрринче иртнӗ ӑмӑртӑва 52-ӗн хутшӑннӑ, вӗсенчен 13-шӗ — хӗрсем. Чи вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсен шутне __Шуршӑлти__ Таисия Мальгина, Анастасия Федотова, Ольга Карташова, Ӗсмелти (Октябрьскинчи) Екатерина Соловьева, Анна Семенова, Николай и Сергей Герасимовы, Илья Лапин, __Хуракассинчи__ Вадим Сироткин, Артем Ашуркин, Алексей Илларионов, __Урхас Кушкӑри__ Георгий Тихонов, __Сӗнтӗрвӑрринчи__ Надежда Носкова, Станислав и Артемий Кудрявцевы, Алексей Матвеев, Константин Назаров кӗнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |