Раштавӑн 10-мӗшӗнче __Йӗпреҫ районӗнчи__ __Пучинке__ шкулӗнче чӑваш ҫӗрӗн чи чаплӑ та чи сумлӑ Хӗрарӑмӗ — СССР халӑх артистки __Вера Кузьмина__ хӑнара пулчӗ. Пӗтӗм чӑваш халӑхӗн юратнӑ артистки тӗлпулӑва академии драма театрӗн ҫамрӑк артисчӗсемпе «Сенкер чаршав» шоу-концерт программипе килчӗ. Ҫамрӑк артистсем куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, Вера Кузьминична вара «Хура чӗкеҫ» спектакльти монологпа тыткӑнларӗ. Тӑпӑ ларма пӗлмен ачасем те сывламасӑр тенӗ пек артистка ҫинчен куҫ илмесӗр итлерӗҫ, аслӑраххисем шывланнӑ куҫӗсене шӑлчӗҫ. Концерт вӗҫӗнче Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, __Петӗр Хусанкайӑн__, «Тилли юррисем» ярӑмри сӑвва вуларӗ.
Концер вӗҫленсен артистсене куракансен ячӗпе З.Ю.Кузьмина тав сӑмахӗ каларӗ. Юратнӑ артисткӑна малашне те сцена ҫинче пулма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. «Вера Кузьминична, эсир ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх. Сирӗн пек ҫынсем пур чухне Чӑваш театрӗн малашлӑхӗ тата та ҫутӑрах пулӗ. Пысӑк тав сире пуриншӗн те», — терӗ вӑл.
Тайма пуҫ чаплӑ актрисӑна!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |