__Элӗк районӗнчи__ __Тури Хурасан__ ялӗнче пурӑнакан Надежда Афанасьева ялти клуба хӑй туприпе юсанӑ. Ун валли кинемейӗн ӗнепе пӑру та сутма, банкран кивҫен укҫа та илме тивнӗ. Юрать-ха, ачисем ватта ӑнланнӑ — чарман. Ӗҫне пуҫӑнсан ял ҫыннисем те пулӑшнӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ҫурт кинемейӗн аслашшӗпе асламӑшӗн пӳрчӗ пулнӑ. Унтах унӑн ашшӗ ҫуралнӑ. Аслашшӗне репрессиленӗ хыҫҫӑн ҫурт вырӑнти колхоза панӑ та клуба ҫавӑрнӑ. Ҫав ҫулсенче клубра концертсем те лартнӑ, ҫӗнӗ мӑшӑрсене те ҫырӑнтарнӑ. Самани улшӑнса кайнӑ хыҫҫӑн ҫурт никама та кирлӗ мар тӑрса юлнӑ. Унтанпа 14 ҫул иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра сӗтӗрмеллине сӗтӗрсе-ҫаратса пӗтернӗ. Йӑх-несӗлсен ҫурчӗ ҫапла япӑхса-юхӑнни Надежда Афанасьева чунне хытах хурлантарнӑ. Ҫавӑнпах вӑл ӑна юсас ӗҫе кӳлӗннӗ. Паян унта ял ҫыннисем пӗрле пухӑнса лараҫҫӗ.
Халӗ кинемее юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт никам балансӗ ҫинче те марри кӑна пӑшӑрхантарать. Ял халӑхӗ пухӑннӑ каҫсенче ҫутта вӑл хӑй килӗнчен парса тӑрать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |