«Ҫын ӗҫленӗ чухне кӑна кирлӗ», — тенине илтме тивет чылай чух. Анчах ӗҫлекене те пур чухне те хавхалантарма пӗлмеҫҫӗ пуль тепӗр пуҫлӑхсем. Тӑрӑшнине кура хаклани вара ҫынна ҫунат хушни паллӑ ӗнтӗ. Ун пек чыса нумаях пулмасть ҫӗр ҫынни, чӑн-чӑн хресчен тивӗҫнӗ. Вӑл — __Патӑрьел районӗнчи__ «Красное Знамя» кооперативӑн механизаторӗ Николай Глухов. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Николай Иванович тӑван хуҫалӑхри ӗҫе яш чухнех кӳлӗннӗ те паян та ырми-канми вӑй хурать. Руль умӗнче вара вӑл — тӑватӑ теҫеткене ҫул яхӑн. Кирек епле техникӑна шансан парсан та ӗҫлеме пӗлет. Пӗлет кӑна мар, тӗплӗ те пахалӑхлӑ пурнӑҫлать тесе ырлаҫҫӗ ӑна вырӑнтисем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |