Ялӗсенче хӑйсенче мар-ха. Вӗсен тӗлӗнче. Хусана Мускавпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли ҫул тӑвасси пирки маларах эпир темиҫе те хыпарланӑччӗ. Ку ыйтӑва проектӑн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче черетлӗ хут хускатнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Янковский ертсе пынӑ.
Аса илтеретпӗр, пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс пирӗн республика территорийӗпе иртнӗ май Етӗрне, Муркаш, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсем урлӑ каҫса кайӗ. Чарӑнӑвне Етӗрне районӗнчи __Полянки__ тата Шупашкар районӗнчи __Мӑнал__ ялӗ тӗлӗнче палӑртнӑ.
«Сапсана» Раҫҫейре 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионачӗ тӗлне чуптарма тытӑнасшӑн. Проекта пурнӑҫланӑ чух ҫӗр ыйтӑвӗ сиксе тухма пултарать. Ҫапах та ку вӑл пысӑк чӑрмав кӑларса тӑратмасса шанаҫҫӗ. Сочинче иртекен Олимпиадӑна хатӗрлесе строительство ӗҫӗсене пуҫарнӑ чух ҫӗр ыйтӑвне хӑвӑрт татса пама пултарнине аса илеҫҫӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ тума, тен, ҫӗнӗ саккун та йышӑнма тивӗ. Ку вӑл, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗпрен илсен ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Саккун пирки «Скоростные магистрали» акционерсен обществин ҫӗрпе пурлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен департаменчӗн пуҫлӑхӗ Ольга Гладышева палӑртнӑ. Район администрацийӗсенче тӑрӑшакансем муниципалитетсен паянхи генеральнӑй планӗсене улшӑну кӗртме ҫӑмӑл маррине аса илтернӗ.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ тӑвас ыйтупа Шупашкарта информаци центрӗ уҫмалла. Вӑл чукун ҫул вокзалӗнче вырнаҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |