Паян, раштавӑн 13-мӗшӗнче, __Патӑрьел районӗнчи__ __Кивӗ Ахпӳртре__ пурӑнакан Ермакова Марфа Филипповна 100 ҫул тултарчӗ.
Ӑна саламлама Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Осипов, __Туҫа ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Николай Перепелкин, тата ытти тӳре-шара ҫитрӗҫ. Ҫӗр ҫул тултарнӑ кинемее хӑнасем парнесем пачӗҫ — чечексем те пулчӗҫ, Владимир Путин алӑ пуснӑ открыткӑ та.
Марфа Филипповна хӑй юнашарти __Ҫӗнӗ Ахпӳрт__ ялта ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл Иван Алексеевича качча тухнӑ. Нумая тӑсӑлман вӗсен телейлӗ пурнӑҫӗ — 1941 ҫулта упӑшки вӑрҫа тухса кайнӑ. 1944 ҫулта сусӑрланса таврӑннӑ, 56 ҫула ҫитсен ҫӗре кӗнӗ. Марфа Филипповна упӑшкине 4 ача ура ҫине тӑратнӑ, хальхи вӑхӑтра 10 мӑнук тата 11 мӑнук ачи.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |