Ӗнер, раштавӑн 13-мӗшӗнче, __Красноармейскинче__ вырнаҫнӑ тӑрӑхсен пӗрлехи информаципе культура центрӗнче ХТК ушкӑнӗсен пӗтӗмлетӳллӗ вӑййи иртрӗ. ХТК тени ӗнтӗ вӑл хаваслипе тавҫӑруллисен клубӗ тени пулать, е вырӑсла — КВН. Ку вӑййа та районтисем ҫамрӑксен пултарулӑхне ӳстерес тӗлешпе ирттерчӗҫ.
Пурӗ 3 ушкӑн хутшӑнмалла пулнӑ та иккӗшӗ ҫеҫ ҫитме пултарнӑ. Пӗрисем — Трак шкулӗнчи «Острые перцы» (чӑв. ~~Ҫивӗч пӑрӑҫ~~) пулчӗҫ, теприсем — Красноармейски шкулӗнчи «Дети Газпрома» (чӑв. ~~Газпром ачисем~~). Унччен вӗсен суйлав вӑййисем витӗр тухма тивнӗ.
Пурӗ вӑйӑра 3 пай пулчӗ: хаваслипе тавҫӑруллисем хӑйсемпе паллаштарасси, 25-мӗш кадр тата юрӑ-кӗвӗллӗ килти ӗҫ. Хаклавҫӑсен йышӗнче район администрацийӗнче вӑй хуракан Карпова А.Г, ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн тӗп специалисчӗ Васильев В.В. тата ыттисем пулчӗҫ — пурӗ 5 ҫын. Председатель вырӑнӗнче районӑн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Голубев М.Д. пулчӗ.
Икӗ ушкӑн та вӑййа тӗплӗх хатӗрленни курӑннӑ — ҫаванпа та икӗ ушкӑна та 1-мӗш вырӑн панӑ, иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш вырӑна никам та лекмен.
Каласа хӑварас пулать, ХТК вӑййисем районта пӗрремеш хут ирмеҫҫӗ, ҫултарн ҫул вӗсем лайӑхланса пыраҫҫӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=67&type=main&id=2670941|**Сӑнсем**__ (17)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |