__Шупашкарти__ __Ленин районӗн__ официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паян уйрӑм кил-ҫурт талкӑшӗнчи ҫулсене юртан епле тасатнине тӗрӗсленӗ иккен. Ҫурт-йӗрти комуналлӑ хуҫалӑхпа хӑтлӑх пайӗн специалисчӗсем Пушкин, Пасар тата Колхоз урамӗсене ҫитсе курнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен сӑмсисене Дача тӑкӑрлӑкне те чикнӗ тет. Тӗрӗслев ҫул-йӗре йӗркеллех тытнине кӑтартса панӑ имӗш.
Каласа хӑварас пулать, раштавӑн 31-мешӗччен уйрӑм кил-ҫурт таврашӗнчи ҫулсене УММ-1 организаци тасатать. Кайран кам тасатса тӑрасси пирки Ленин районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтермест.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |