Пултаруллӑ тепӗр ҫынна, тӗлӗнмелле пек те, хӑш чухне тӑван кӗтесӗнчинчен ытларах ют ҫӗрте пӗлеҫҫӗ. __Муркаш районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Кӑрмӑш__ ялӗнче 1957 ҫулта ҫуралнӑ писателе тата журналиста Валерий Петровские Чӑвашринчен ытла Америкӑра вулаҫҫӗ тесен те ытлашши йӑнӑшмастпӑр пулӗ. Ӑна унта «Вырӑс америка писателӗ» тени пирки унӑн тӑванӗ пӗр ик-виҫ ҫул каялла каланине ас тӑватӑп-ха. Акӑлчан чӗлхипе пӗчӗк калавсем ҫыракан автор ӗҫӗсене Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тата Австралинче пичетлеҫҫӗ.
Халӗ Валерий Петровский «Nazar Look» литература журналӗн премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫав журнала акӑлчанла тата крым тутар чӗлхипе кӑлараҫҫӗ иккен. Асӑннӑ кӑларӑмӑн акӑлчанла версийӗнче Валерий Петровскин ӗҫӗ пуҫласа пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ. Ҫав журнала пичетлекен Румынири издательствӑра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче авторӑн «Tomcat Tale» ятпа кӗнеке пичетленнӗ. Маларах Петровский ӗҫӗсем асӑннӑ издательствӑн икӗ антологине кӗнӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Валерий Петровский Чӑваш патшалӑх университетӗнче «истори» специальноҫа алла илнӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ют чӗлхесен факультетӗнче ӑс пухнӑ. Хусанти технологи университетӗнче вӑл психологие вӗреннӗ. Журналист пулма вара ВЛКСМ Тӗп Комитечӗ ҫумӗнчи Аслӑ комсомол шкулӗнче хӑнӑхнӑ. 1987–1991 ҫулсенче «Молодой коммунист» хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Прозӑпа 2005 ҫултанпа ҫырать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |