Ҫапла юраманни пирки калаҫнӑ республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ ертсе пынипе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче. Унта __Шупашкарти__ аэропортӑн кӑҫалхи ӗҫ-хӗлне тишкернӗ.
Предприятин директорӗ Александр Жирнов каласа панӑ тӑрӑх аэропорта тата унтан пурӗ 2 601 рейс тунӑ. Ҫав вӑхӑтра 36 пин ытла пассажир ҫула тухнине шута илнӗ. Шупашкартан Мускава самолётсем эрнере ултӑ хут вӗҫнӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса вунӑ кунта Анталие вӗҫме тытӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Сочи, Питӗр, Сургут тата Ӗпхӳ хулисене хутланӑ-мӗн. Самолётсем ҫула тухманни е каярах хускални пулкаланӑ иккен. Анчах аэропорт директорӗ «пирӗн айӑппа мар» тесе ӗнентернӗ. Рейсем йӗркелекен тепӗр предприяти хутшӑннӑ хыҫҫӑн хаксем чӗрӗк пай чухлӗ йӳнелнӗ-мӗн.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев рейссем пулмасси пирки малтанах пӗлтерме тата ҫакӑн сӑлтавне уҫӑмлатма чӗнсе каланӑ. Мускавра пӗр рейса тытса чарнӑ чух самолёта Шупашкарта йышӑнманнипе сӑлтавланӑ имӗш. Тӳррипе вара самолёт тата экипаж сывлӑша ҫӗкленме хатӗр пулман.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |