Полицейски сӗтев илме хӑтланни пирки тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен ӗнер кӑна эпир __/news/4604.html|хыпарланӑччӗ__. Паян, акӑ, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ йӗрке хуралҫипе ҫыхӑннӑ тепӗр ӗҫ пирки пӗлтерет. Ку тӗслӗх право хуралӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакан ҫын 13 хӗрача ҫумне ҫулӑхнипе ҫыхӑннӑ.
Усал ӗҫе __Шупашкар районӗнчи__ 32-ри арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хайхи Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче кинолог-инспекторта тӑрӑшать-мӗн. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл мӑшӑрӗ опекӑна илнӗ хӗрача ҫумне ӳсӗр пуҫпа ҫулӑхнӑ имӗш. Ҫакӑн пирки хӗр пӗрчи усрав амӑшне систернӗ, лешӗ — йӗрке хуралҫисене. Ку ӗҫ пирки халӗ тӗпчев пырать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |