Ӗнерпе паянпа __Шупашкарта__ Чӑваш Енри композиторсен союзӗн XII съезчӗ иртет. Вӑл ӗнер __Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче__ уҫӑлнӑ. Паян ҫак пӗрлешӳре 12 композитор: Юрий Григорьев, Николай Казаков, Лариса Быренкова, Андрей Галкин, Анатолий Никитин, Валентина Салихова, Лолита Чекушкина, Анита Лоцева, Татьяна Гордеева, Татьяна Полковникова, Олег Трифонов тата Юрий Эриванов, ҫавӑн пекех 6 музыковед: Михаил Кондратьев, Александр Осипов, Светлана Макарова, Ирина Данилова, Татьяна Эррэ тӑрать. Чӑваш композиторсен союзне 1940-мӗш ҫулта пуҫарса янӑ.
Пӗрремӗш кунхине композиторсем ҫӗнӗ хайлавсене итленӗ. Паян вара професси музыка жанрӗсене аталантарассине сӳтсе явмалла тата отчетпа суйлав пухӑвне ирттермелле. Пӗрлешӗве паян Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков ертсе пырать. Кама малашне ертӳҫӗ пултарассине съезд татса парӗ.
**ХУШНИ**: Анатолий Никитин композитор каласа панӑ тӑрӑх ҫак союзӑн ертӳҫи пулма **Николай Казаковах** хӑварнӑ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |