Раштавӑн 18-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культура ҫуртӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фольклор фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫал вӑл саккӑрмӗш ҫул пухӑнчӗ ӗнтӗ. Фестивале районти 13 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хаклав пайташӗсен йышӗнче районти культурӑпа спорт пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, вӗренӳ пай пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев, администрацин культурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен эксперчӗ Алина Михуткина тата Валентина Грачева пулчӗҫ, вӗсем уява хутшӑннӑ фольклор ушкӑнӗсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне палӑртрӗҫ. Кашни коллектив хӑйнеевӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать, кашниех пултаруллӑ, артистсенчен пӗрре те кая мар!
Уява __Хӗрлӗ Чутайри__ шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Рябинушка» (чӑв. ~~Пилеш~~) ача-пахчине ҫӳрекенсем уҫрӗҫ. Шӑпӑрлансем чӑваш вӑййисене вылярӗҫ, хӑйсен уҫӑ сассисемпе хитре юрӑсем юрласа куракансене савӑнтарчӗҫ. Кӑҫалхи фестивале пӗрремӗш хут __Мӑн Этменти__ «Савӑнари» ушкӑн та хутшӑнчӗ. Куракансем кашни номерех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ. Хаклав пайташӗсем уява пӗтӗмлетнӗ май пӗрремӗш вырӑна __Пантьӑк__ ял тӑрӑхӗнчи «Сӑр таппи» фольклор ансамблӗ, иккӗмӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри «Ҫартмас» тата Штанаш ял тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» ансамблӗсем йышӑннине пӗлтерчӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мӑн Этменри «Савӑнари» тата __Кивӗ Атикассинчи__ «Шупуҫ» фольклор ансамблӗсем пайларӗҫ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=main&id=2673935|**Сӑнсем**__ (155)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |