«Пирӗн пурнӑҫ» Хӗрлӗ Чутай район хаҫачӗ «Пӗрремӗш юртан — юр кӗлетке» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерчӗ.
Фотоконкурса пӗр ял тӑрӑхӗнчен, икӗ шкултан, виҫӗ ача пахчинчен тата районта пурӑнакан ҫичӗ ҫын пурӗ 60 сӑнӳкерчӗк тӑратнӑ. Конкурс условийӗпе — район хаҫатне 2014 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулӗ валли ҫырӑннине ӗнентерекен квитанци ярса памалла тата сӑнӳкерчӗкре район хаҫатне тытса тӑмалла пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫичӗ номинаципе палӑртнӑ:
• «Чи тӗлӗнтермӗш юр кӗлетке» — Людмила Утриванова, __Серенкассинчи__ пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Хӗвел» ушкӑнӗ.
• «Район хаҫачӗпе чи туслӑ юр кӗлетке» — Надежда Гусельщикова, Серенкассинчи пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Пилеш» ушкӑнӗ.
• «Лаша ҫулталӑкне сӑнлакан юр кӗлетке» — Елена Туйманкина, __Атнарти__ ача пахчи тата Альбина Макарова, __Мишеркасси__.
• «Чи савӑнӑҫлӑ юр кӗлетке» — Вера Нагорова, __Хусанушкӑнь__ шкулӗ.
• «Ял тӑрӑхӗнчи юр кӗлетке» — __Тралькасси ял тӑрӑхӗн__ культура ӗҫченӗсем.
• «Хӗл мучипе Юрпике кӗлеткисем» — Леонид Хохлов, Хӗрлӗ Чутай ялӗ.
• «Олимпиадӑна сӑнлакан юр кӗлетке» — Лариса Ванюшкина, Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗ.
Фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене валли редакции парне хатӗрленӗ — райхаҫатра 2014 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче пӗр хут тӳлевсӗр салам е пӗлтерӳ кӑларма ирӗк паракан купон тата Тав ҫырӑвӗ!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |