«Замечательные люди Чувашии» (чӑв. ~~«Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем»~~) кӗнекесен ярӑмӗ ҫӗнӗ кӑларӑмпа пуянланнӑ — Чӑваш кӗнеке издательстви Юрий Артемьев паллӑ литературовед __Константин Иванов__ поэт пурнӑҫӗ ҫинчен кӗнеке хатӗрлени пирки пӗлтерет. «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессемертие» (чӑв. ~~Константин Иванов: пурнӑҫӗ, шӑпи, вилӗмсӗрлӗхӗ~~) ят панӑскер вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗн кун-ҫулне тӗплӗн уҫса парать. Тӑван халӑхӑмӑрӑн классикӗн пултарулӑхне тишкернӗ май __Юрий Артемьев__ тӗнче культурипе ҫыхӑнтарса уҫса пама пӑхнӑ тесе хыпарланӑ издательство сайтӗнче. Кӗнекене хатӗрленӗ май автор архив хучӗсемпе, фактсемпе, хальхи вӑхӑтра пурӑнакансен аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ.
Автор пирки каласан, вӑл — СССР писательсен союзӗн пайташӗ, критик, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. 1941 ҫулта __Канаш районӗнчи__ __Сиккассинче__ ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче, М. Горький ячӗллӗ Тӗнче литературин институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ. 1982 ҫултанпа __Чӑваш патшалӑх университетӗнче__ преподавательте ӗҫлекенскер вырӑс тата тӗнче литературин, халӗ вара вырӑс литературин кафедрине ертсе пырать.
«Замечательные люди Чувашии» ярӑм патне таврӑнсан, Константин Иванов пирки ҫырнӑ кӗнеке вунпӗрмӗш шутланать. Унччен __Пётр Егоров__ архитектор, __Элли Юрьев__ художник, Воробьев композиторсем, __Иакинф Бичурин__ манах, чӑвашсен пӗрремӗш алфавичӗн авторӗ __Иван Яковлев__, Чӑваш Енӗн облаҫри ӗҫтӑвкомӗн пӗрремӗш председателӗ __Даниил Элмен__, __Степан Максимов__ музыкант, __Николай Никольский__ ӑсчах, Хӗрлӗ ҫарӑн дивизи пуҫлӑхӗ __Василий Чапаев__, __Андриян Николаев__ космонавт ҫинчен пичетленнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |