Чӑваш ӑслӑлӑхпа ӳнер халӑх академийӗ конкурс ирттерме шухӑшланӑ. Ӑна генеологи йывӑҫне хатӗрлекенсем хушшинче йӗркелӗҫ. Хӑй вӑхӑтӗнче ун пеккине 2003 тата 2007-мӗшсенче ирттернӗ. Анчах малтан вӑл республика шайӗнче пулнӑ, хальхинче вара ытти регионта пурӑнакансен ӗҫӗсене те йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса шухӑшласа кӑларакансем ҫынсем йӑх-тымарпа кӑсӑкланасси юлашки ҫулсенче ӳссе пырать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Йӑх-несӗлсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланни этем хӑйне хӑй ӑнланасси ӳссе пынин палли тенӗ-мӗн конкурс положенийӗнче.
Йӑх-несӗл йывӑҫне ӳкерсе конкурса хутшӑнма никама та чармаҫҫӗ. Анчах унта сахалтан та улттӑмӗш-ҫиччӗмӗш тымар таран кӑтартни кирлӗ. Йывӑҫа алӑпа та ӳкерме юрать, электрон хатӗрсемпе хатӗрлесен те йышӑнӗҫ. Авалхи сӑнӳкерчӗксемпе тата иллюстрацисемпе пуянлатсан аван. Конкурса ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетмелле.
~~**ХУШНИ**: ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ Валерий Клементьев ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, конгресс ку конкурса хутшӑнмасть. Хыпарти информацие эпир ҫав тӗлӗшпе ҫӗнетрӗмӗр.~~
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |