Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ РФ Патшалӑх канашӗн тата ҫӗршыв аталанӑвӗн палӑртнӑ кӑтартӑвне сӑнакан комисси ларӑвне хутшӑннӑ. Ларӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынӑ.
Унта, тӗпрен илсен, социаллӑ экономика пурнӑҫ аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗршыв шайӗнчи хушусем епле пурнӑҫланнине тишкернӗ. Палӑртнине, Владимир Путин шухӑшӗпе, федераци влаҫӗсем те, регионсем те пурнӑҫа кӗртсе пынӑ. Президент влаҫ органӗсемпе тӗрӗслев енӗпе ӗҫлекен общество организацийӗсем килӗштерсе ӗҫлени пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.
Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ Путин указӗсене пирӗн патра епле пурнӑҫлани пирки чарӑнса тӑнӑ. «Ҫул карттипе ҫыхӑннӑ мӗнпур мероприятие — ун пеккисем 9 пулнӑ — эпир пурнӑҫласа пыратпӑр. 37 хушӑва Раҫҫейӗн Тӗрӗслев управленийӗ сӑнаса тӑнӑ, 17-шне пурнӑҫа кӗртнӗ», — тесе пӗлтернӗ вӑл.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |