Раштавӑн 23-мӗшӗнче __Красноармейски районӗ|Красноармейски район администрацийӗн__ ларусен залӗнче районти обществӑлла пуҫарулӑх ушкӑнӗн йӗркелӳ пухӑвӗ иртрӗ. Ӑна регионсемпе нацисем хушшинчи туслӑхпа этноҫыхӑнӑва вӑйлатас, чӑваш нацин ӑс-хакӑлпа пурлӑх культурине аталантарас тӗллевпе пуҫарнӑ. Пухӑва Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Шестаков А.В., ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, муниципалитетӑн бюджетлӑ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, культура тата вулавӑшпа музейсен ӗҫченӗсем, шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсемпе журналистсем хутшӑнчӗҫ.
Пухӑва Чӑваш Республикин муниципаллӑ органсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, Чӑваш наци конгресӗн Президиум пайташӗ Николаев С.А. ертсе пычӗ. Вӑл Чӑваш наци конгресӗн юлашки Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисемпе паллаштарчӗ, тӑван халӑхӑн ырӑ йӑли-йӗркине упрамалли тата ӑна малалла аталантармалли ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ. Чӑваш наци конгресӗ районсемпе хуласенче хӑйӗн уйрӑмӗсене уҫма палӑртнине пӗлтерчӗ, ҫавна май ӑна Трак енре те уҫма сӗнчӗ.
Пуху пӗр саслӑ пулса Чӑваш наци конгресӗн __Красноармейски районӗнчи__ уйрӑмне уҫма йышӑнчӗ.
Тӳрӗ сасӑлавпа пуху Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗн правлени йышне ҫак ҫынсене кӗртме йышӑнчӗ: район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхне Осипова Рена Михайловнӑна, ял тӑрӑхӗсен информаципе культура центрӗнчи вулавӑшӑн тӗп библиотекарьне Гурьева Светлана Аверкиевнӑна, __Мӑн Шетмӗ__ ял тӑрӑхӗн культура аталанӑвӗпе вулавӑш центрӗн тӗп библиотекарьне Герасимова Раиса Гурьевнӑна, Красноармейски пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Михайлова Зинаида Петровнӑна, район хаҫачӗн пай редакторне Борисов Юрий Зиновьевича, районти Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн хисеплӗ ертӳҫине, таврапӗлӳҫӗне тата ҫыравҫӑна Ершов Николай Гавриловича тата районти историпе тӑван тавралӑх музейӗн ӗҫченне Тихонова Валентина Аркадьевнӑна кӗртрӗҫ.
Уйрӑмӑн правлени ертӳҫи (председателӗ) пулма тӳррӗн сасӑласа Красноармейски пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Михайлова Зинаида Петровнӑна суйласа лартрӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |