Ҫӗнӗ Ҫул уявне кӗтсе илме __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ кашни ялах тӑрӑшса хатӗрленет. __Кив Атикассинчи__ Культура ҫурчӗ умӗнчи площадка ҫак кунсенче юмахри сӑнарсемпе тулса ларчӗ.
Каҫсерен кунта илемлӗ чӑрӑш иртен-каякана савӑнтарать. Кунтах Аслӑ Хӗл Мучипе Юрпике тата вӗсен тусӗсем — тепӗр тӑватӑ Хӗл Мучи. 2014 ҫул хуҫи лаша ҫула тухма хатӗр. Иртнӗ Олимп элемӗ — упа, икӗ пингвин, икӗ матрешка. Кунтах юр тӑвайкки те ӑсталаса лартнӑ.
Илемлӗ кӳлепесене ӑсталанӑ ҫӗрте уйрӑмах библиотека ӗҫченӗ Ираида Аксакова, Кив Атикаси Культура керменӗн тата Ҫӗнӗ Атикасси клубӗн методисчӗсем Галина Гордеевӑпа Вячеслав Бармин хастар пулнӑ. Ытти культура работникӗсем те, кашниех, пултарнӑ таран пулӑшнӑ. «Ҫӗнӗ Ҫула пӗрле, хаваслӑн кӗтсе илӗпӗр!» — теҫҫӗ юр кӗлеткесем.
__http://cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=news&id=2677369|**Сӑнсем**__ (19)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |