Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ачасен театр студине йӗркелесси пирки хӑй вӑхӑтӗнче __/news/4059.html|эпир хыпарланӑччӗ__. Ҫапла ирттерме театр ушкӑнӗсен «АВАНсцена» конкурсне ирттернӗ хыҫҫӑн __Иосиф Дмитриев__ режиссер шут тытнӑ иккен.
Ача-пӑча театр студийӗ асӑннӑ театрта иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пулнӑ-ха, кайран ӑна Шупашкарти музыка училищи ҫумӗнче йӗркеленӗ. 1999 ҫулта ҫамрӑксен театрӗ каллех студи уҫнӑ.
Пӗчӗккисен ушкӑнне Чӑваш Республикин халӑх артистки Светлана Савельева, аслисенне __Иосиф Дмитриев-Трер__ ертсе пыраҫҫӗ. Студине пурӗ 25 ача ҫӳрет иккен. Театр ӑсталӑхне вӗсене тӳлевсӗр хӑнӑхтараҫҫӗ.
Раштавӑн 22-мӗшӗнче пӗчӗк артистсем спектакльсем лартнӑ: кӗҫӗннисем — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи курав, аслӑраххисем — Корней Чуковский «Муха-цокотуха» юмаха.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=12&type=news&id=2677132|**Сӑнсем**__ (30)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |