Хӑшӗ-пӗри пирӗн сасӑлавсемпе ыйтӑмсене хутшӑнайманни пирки пӗлтерет. Ку технологи епле ӗҫленине чухламаннине пула пире айӑплаканнисем те пур, анчах эпир никама та сасӑлама чармастпӑр. Сирӗн умӑра тухса тӑракан йывӑрлӑх — скрипт хӳтӗлевӗ.
Пирӗн ыйтӑмсенче пӗр компьютертан пӗрре ҫеҫ сасӑлама юрать. Тӗрӗсрех — пӗр IP адресран кӑна. Енчен те сирӗн провайдер пур ҫынна та тӗнче уҫлӑхне пӗр адреспа кӑна кӑларать пулсан — ку сирӗн провайдерӑн уйрӑмлӑхӗ (ҫав провайдертан кам та пулин сасӑланӑ пулсан — эсир сасӑлаймастӑр). Ку уйрӑмлӑхран эпир ниепле те иртсе каимастпӑр, пӗр IP адресран темиҫе сасӑлама ирӗк парсан пӗр ҫыннах нумай-нумай хут сасӑласа тултарма пултарӗ. Тепӗр хут: сасӑлав пырать, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетӗпӗр.
Ҫак пӗлтерӗве тунӑ май Ҫулталӑк ҫыннин суйлавӗнчи улшӑнусем пирки те пӗлтеретпӗр: пӗр ҫынна илме тиврӗ, теприне — хушма. Паян вӑл хыпара каҫӑсемпе пуянлатнӑ май __/news/2442.html|«Ҫапла пултӑр» телекӑларӑм__ пӗлтӗрех тухма пуҫланине куртӑмӑр, ҫапла май Татьяна Ильинана сасӑлавран кӑларма тиврӗ (илнӗ вӑхӑтра уншӑн 9 сасӑ пурччӗ — малтисен шутӗнчеччӗ). Тимӗр Акташ журналист «Сувар» фонд ертӳҫине Тимӗрша Алмантая хушма ыйтрӗ — __Сӑвар__ хулаш таврашӗнче «Ырӑ ту» чул вырнаҫтарнӑшӑн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |