Раштавӑн 27-мӗшӗнче __Хӗрлӗ Чутайри__ вӑтам шкулӑн пуху залӗнче районти шкул ачисен Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ иртрӗ. Уява хутшӑнма районти 55 чи хастар вӗренекен тивӗҫлӗ пулнӑ: районти тата республика шайӗнче иртнӗ олимпиада ҫӗнтерӳҫисем, хастар спортсменсем, юрӑ-ташӑра палӑрнисем, вӗренӳ отличникӗсем.
Пухӑннисене районӑн администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров тата районти вӗренӳ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Митрофанова саламларӗҫ, малашне те район тата шкулсен чысне ҫӳллӗ шайра тытма чӗнсе каларӗҫ. Кашниех уява хитре тумпа, тӗрлӗ костюмпа килнӗ. Уяв ирттерме чутайсем Шупашкарти «Ветряная мельница» (чӑв. ~~Ҫил арманӗ~~) студине ҫӳрекенсене хӑнана чӗннӗ. Вӗсем пухӑннисене тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑпа савӑнтарчӗҫ.
Хӗл Мучипе Юрпике килсен ачасем вӗсене юрласа, сӑвӑ каласа тӗлӗнтерчӗҫ.Хӗл Мучипе Юрпике кашнинех асӑнмалӑх парне пачӗ. Уяв чӑннипех ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=top&id=2679181|**Сӑнсем**__ (73)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |