21-мӗш ӗмӗрте пурӑнатпӑр та, хӑш-пӗр ялта пусӑран шыв ӑснине пуҫласа курсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗччӗ. Ун пеккине __Елчӗк районӗнчи__ темиҫе ялта асӑрханӑччӗ. Ҫыннисем унран пӗртте тӗлӗнмеҫҫӗ иккен. Килсерен тенӗ пек алтнӑ та кӑмӑлсӑрланнине палӑртмаҫҫӗ.
__Элӗк районӗнче__ ун пек ялсем пуррипе ҫуккине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен кӑсӑкланман та — пӗлместпӗр. Унта шыв объекчӗсем туса пӗтерес ӗҫе вӗҫленине пӗлетпӗр. Апла тӑк Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗсемпе тата башньӑпа (район администрацийӗн сайтӗнчи информацире шыв объекчӗсем тенӗ те, официаллӑ чӗлхерен куҫарсан, сӑмах пӑрӑхсемпе колонкӑсем, башня пирки пынӑн туйӑнать) кӗтсе илӗҫ. __Элӗк__ салинчи Чечек, Ҫамрӑксен, Кӑнтӑр урамӗсенче тата __Асамат__ ялӗнчи пролетари урамӗнче пӑрӑхсене 2,7 километр тӑршшӗ хунӑ иккен тата ҫӗнӗ колонкӑсем вырнаҫтарнӑ.
Ӗҫе пурнӑҫлама 13,99 миллион тенкӗ тухса кайнӑ, ҫав шутран 8,09 миллионне республика хыснинчен уйӑрнӑ, ытти Мускавран килнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |