__Улатӑрти__ механика савучӗ 120 ҫул ҫитнине халалласа ӗҫ коллективӗн конференцине ирттернӗ. Кӑҫал предприяти 392 миллион тенкӗлӗх продукци (вӑл, тӗпрен илсен, чукун ҫул предприятийӗсем валли ӑсанать) сутма палӑртнӑ иккен. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫакӑ 34,2 процент нумайрах-мӗн. Шел те, цифрӑсене хальхи е танлаштаруллӑ хаксемпе илсе кӑтартни паллӑ мар. Апла-и, капла-и, ӳсӗм куҫкӗрет. Производствӑна аталантарма кӑҫал 33,4 миллион тенкӗ хывнӑ. Ҫӗнӗ йышши продукци кӑларассипе те савут ҫине тӑрать-мӗн.
Конференцие хутшӑннӑ __Улатӑр__ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин предприятин тӗп директорне Валерий Вялова хула администрацийӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ, ӗҫ коллективне тата уйрӑм рабочисене те грамотӑсемпе тата Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Рабочисене республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Ефремов, «Раҫҫей чукун ҫулӗ» обществӑн Чулхулари дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Садовников тата асӑннӑ тытӑмӑн Хусан регионӗн инспекторӗ Сергей Волков та саламланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |