Ҫак кунсенче «Пакша» ача пахчинче хаваслӑ пулӑм иртнӗ-мӗн. Кун пирки __Шупашкар район__ администрацийӗ хыпарлать. Асӑннӑ учреждени __Пархикасси__ ялӗнче вырнаҫнӑ. Унта виҫӗ ҫулхи шӑпӑрлансем валли хушма ушкӑн уҫнӑ. «Ҫӗнӗ ушкӑн — Пархикасси ялӗнче пурӑнакансемшӗн чӑн-чӑн уяв», — тенӗ хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров. Ҫитес эрнере районта тата тӑватӑ ушкӑн уҫӑлмаллине те пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра __Кӳкеҫре__ ҫӗнӗ ача-пӑча пахчи тӑвас ӗҫ малалла пырать. Тӗрлӗ сӑлтава пула вӑл унччен палӑртнӑ тӗле хута каяймарӗ-ха.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |